Шупашкар районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын ҫине-ҫинех ашшӗ пулса тӑнӑ. Унӑн пӗр ачи 2013 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ, тепри — 2014-мӗшӗнче. Ҫав пепкесен амӑшне ача ҫине ача ҫуратма тархасласах ыйтнине пӗлместпӗр-ха. Тен, ашшӗ пулас шухӑшӗ ҫирӗпленсех те ҫитеймен-ши унӑн?..
28 ҫулти арҫыннӑн тупӑшӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайне алимента ямалла пулнӑ. Кун пирки шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла суд йышӑну тунӑ. Анчах ҫамрӑк ашшӗ хӑнк та туман темелле. Ик ачашӑн парӑм унӑн 120 пин тенкӗ пуҫтарӑнса та кайнӑ. Суд приставӗсем ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласси пирки асӑрхаттарсан та икӗ ача ашшӗ ӗҫе вырнаҫма шутламан. Шупашкар район прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть суд арҫынна айӑплама йышӑннӑ. Унӑн юсанмалла 5 уйӑх ӗҫлеме тивӗ, тупӑшӑн 5 процентне патшалӑх тытса юлӗ.
«Чи тӗрӗс те суйма май килмен кӑтарту — 100 гектар пуҫне ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илни», — теме юрататчӗ Шупашкар районӗнчи Свердлов ячӗллӗ колхоза, ас тӑвасса виҫӗ теҫеткене яхӑн ҫул, ертсе пынӑ Александр Пушкин. Ҫак цифра тӑрӑх хакласан, ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсем Шупашкар районӗнче пуринчен тухӑҫлӑрах ӗҫленӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑвашстат кӑтартӑва ку енпе тишкернине сӑнанӑ май ҫапла пӗтӗмлетме май килет.
100 гектар ял хуҫалӑх ҫӗрӗ пуҫне ял хуҫалӑх продукцине республикӑра вӑтамран 430 пин тенкӗлӗх туса илнӗ. Шупашкар районӗнче ку цифра 2137 пин тенкӗпе танлашать, Патӑрьел районӗнче — 515 пин, Шӑмӑршӑ районӗнче — 501 пин, Муркаш районӗнче — 450 пин, Ҫӗрпӳ районӗнче — 451 пин.
Ытти района илсен, 105 пин тенкӗрен пуҫласа (Улатӑр районӗнче) 427 пин тенкӗ таран (Вӑрнар районӗ).
«Литертаурӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс иртнӗ май республикӑра вулакансем хушшинче тепӗр тупӑшу та шутласа кӑларнӑ тесе ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл «Селфи: Моя любимая чувашская книга» (чӑв. Селфи: Манӑн юратнӑ чӑваш кӗнеки) ятлӑччӗ. Ку конкурсра Шупашкарти 1-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренекен Леонтьева В. хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.
«Рябина» ача пахчинче ӗҫлекен Вострова О.В. воспитатель, Шупашкарти 2-мӗш лицейра 10-мӗш класра вӗренекен Хорасева Д. тата Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗнче пурӑнакан Васильевсен ҫемьи призерсен ятне ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне ертсе пынӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Лапсар ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтупа тӗпчевҫӗсен аллине ҫакланнӑ. Хайхи хӑйӗн паллаканне Ҫатракасси ялӗнче 0,17 гектар ҫӗр уйӑрса пама вӑхӑтӗнче йышӑну тунӑҫи пулса суя хут хатӗрленӗ. Лешӗ ҫавӑн тӑрӑх лаптӑка харпӑрлӑха куҫарнӑ.
Ҫапла хӑтланнипе экс-пуҫлӑх Шупашкар район администрацине вӑл 800 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, ҫав ҫӗр лаптӑкне арест хума йышӑннӑ.
Экс-пуҫлӑх турткалашса тӑман: айӑпа йышӑннӑ. Тӗпчевҫӗсем халӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ поварсен пултарулӑхне палӑртас тӗллевпе конкурс ирттернӗ. Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвне палӑртмалли конкурса Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ.
Конкурса Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче йӗркеленӗ. Унта центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенче тӑрӑшакан поварсем пуҫтарӑннӑ.
Ӑмӑртӑва пилӗк номинаципе йӗркеленӗ. Килти ӗҫе пурнӑҫласа сивӗ блюдо тата десерт пӗҫерсе пынӑ. Конкурсҫӑсем илсе пынӑ ҫӑкӑр-булка таврашне тата хӗле валли хатӗрленӗ ҫимӗҫе те тӳресем хакланӑ.
«Сӗтеле тематика тӗлӗшӗнчен чи лайӑх хатӗрлени» номинацире тӳресем Янӑшри ваттисен ҫуртӗнчи Елена Васильевана хакланӑ. Ишекри Людмила Кольцова «Авалхи манӑҫа тухнӑ рецептсемпе» палӑрнӑ. «Чи оригиналлӑ блюдо» авторӗ — Хыркассинчи Александра Андреева, «Уяв сӗтелӗн» — Кӑрмӑшри Светлана Яландаева.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн директорӗ Любовь Ананьева номинатсене пурне те дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.
Шупашкар районӗнче тухса тӑракан «Тӑван Ен» хаҫат иртнӗ тӑватӑ уйӑхра асӑннӑ тӑрӑхра ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсене епле ят панине унти граждан тӑрӑмӗн акчӗсене ҫыракан пай пӗлтерни тӑрӑх тишкернӗ. Хӗр пӗрчисене Светлана тата Елена ят паракан пӗр ҫын та тупӑнман. Сайра тӗл пулакан ятсене тӑватӑ ҫемьере суйланӑ. Ҫапла вара иккӗн Радмила ятлӑ пулса тӑнӑ, пӗрер хӗрача — Эвелина тата Светозара.
Сайра тӗл пулакан ятсем татах пур: Эмили, Эмилия, Есения, Демьян, Аделина, Юлиана, Марк, Божена, Дамир, Назар, Габриэлла, Эрик, Динара. Арҫын ачасем хушшинче Давид анлӑ сарӑлнӑ. Ун пеккине тӑватӑ уйӑхра тӑватӑ хутчен суйланӑ. Светланӑпа Еленӑсӑр пуҫне Татьяна ят та килӗшмест ашшӗ-амӑшне. Ун пеккине тӑватӑ уйӑхра пурӗ те пӗр хутчен ҫеҫ суйланӑ.
Чӑвашла ятсене суйлакансем те темшӗн ҫук.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсемпе лартнӑ спектакльсене уйӑхӗпех лартнине пӗлтерет. Ытти ҫул та унта чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ-мӗн-ха. Кӑҫал, ав, эрнепе ҫырлахман.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен артистсем тӗрлӗ ҫӗре спектакльсемпе ҫитнӗ, унта чӑваш авторӗсен пьесисемпе лартнӑ ӗҫсене кӑтартнӑ.
Пӗчӗк куракансене вӗсем Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине», Г. Азямӑн «Атя, тилӗ, яра пар!» тата «Мулкач — ҫӗнтерӳҫӗ» пьеси тӑрӑх лартнӑ юмахсене кӑтартнӑ.
Артистсем Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле хулисенче, Мари Элти Волжскра,Тутарстанри Ешӗлварта, район центрӗсенчен Муркашра, Хӗрлӗ Чутайӗнче, Кӳкеҫре, ялсенчен Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра, Шупашкар районӗнчи Шорчекассинче тата Ҫӗньялта пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи дачӑри ҫуртсем ҫырманалла ишӗлеҫҫӗ. Шупашкар район администрацийӗн хыпарӗ савӑнтармасть — ҫӗр малаллах йӑтӑнать.
Муниципалитетра шар курнӑ ҫынсен тӑкакне саплаштарма укҫа ҫук-мӗн. Специалистсем ку ыйтупа ЧР Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерствине ҫитме сӗнеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне «Заря» дачӑра 3 ҫурт шар курнӑ. Ав Ольга Гаврилова ҫемйипе ку лаптӑкпа 30 ытла ҫул усӑ курать. Халӗ сезон ҫывхарать, анчах дача ҫукпа пӗрех унӑн.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче халӑхпа пуху ирттерме палӑртнӑ. Мӗнле йышӑну тӑвӗҫ вӗсем — хальлӗхе калама хӗн.
«Манӑн чӗлхе — манӑн тӗнче, манӑн чун». Ҫак ятпа Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗнче чӑваш чӗлхи историйӗ ҫинчен каласа кӑтартакан урок ирттернӗ.
Чӑваш чӗлхи, культури тата литератури эрнинче вулавӑшра ытти мероприяти те йӗркеленӗ-ха вулавӑшсем.
В.Е. Маринова шкул ачисемпе ирттернӗ тӗлпулура тӑван тӑрӑх историйӗ, чӑваш чӗлхи тата литератури ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасене вулавӑш ӗҫченӗ авалхи йӑла-йӗркепе те паллаштарнӑ, халӑх юррисем, шутламаллисем пирки каласа кӑтартнӑ.
Вулавӑшри урокра Иван Яковлевӑн «Михала» калавне те вуланӑ. Кайран Виктория Евграфовна ачасемпе «Сторона моя Чебоксарская» ятпа викторина ирттернӗ.
АКА | 28 |
Ӗҫ укҫине официаллӑ майпа тӳлеменни начаррине пӗлтернине юлашки вӑхӑтра Шупашкарти троллейбуссенче те илтме тивет. Социаллӑ ҫав рекламӑра пенсисӗр юлассипе хӑратаҫҫӗ-ха. Тепӗр тесен, пенсисӗр пачах пӗрех тӑратса хӑвармаҫҫӗ-ха. Анчах вӑл пӗчӗк пулассине тӗшмӗртме йывӑр мар ӗнтӗ.
Ӗҫ укҫине «конвертра» тӳлекенсене прокуратура та тӗрӗслесе тӑрать тесе пӗлтерет Зелфинас Карама прокурор. Шупашкар районӗнчи ҫак надзор органӗ, акӑ, «ТрубопроводГазСтрой» обществӑра ӗҫ саккунне пӑснине палӑртнӑ. Унта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑрӑшнӑ виҫӗ ҫынпа хут ҫырса аппаланман: илни пирки приказ та кӑларман, ӗҫ килӗшӗвӗ те туман.
Ӗҫ саккунне пӑснӑ предприяти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |